Ӗнер Шупашкарта пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ магистраль тӑвас ыйтупа канашлу ирттернӗ. «Скоростные магистрали» предприятин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Федор Лычагин пулас проектпа паллаштарнӑ.
«Мускав – Хусан» магистраль Шупашкарпа иртӗ.
Вӑл ҫула «Евразия» груз турттаракан магистралӗн пӗр пайӗ пуласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Пекинпа Берлина ҫыхӑнтармалла. «Эпир Китайран Европӗрлӗхе тавара 2–3 талӑкра ҫитересшӗн», — тенӗ Федор Лычагин.
Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссен магистралӗ Чӑваш Енре 115 км тӑршшӗ пулӗ. Етӗрне, Муркаш, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри районӗсемпе иртӗ.
Канашлура магистраль иртмелли участоксене уйӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Ку енӗпе муниципалитетсен халӑхпа та ӗҫлемелле, ҫул валли ҫӗр кирлине ҫынсене ӑнлантарса памалла.
Ку эрне вӗҫӗнче, шӑматкун, Шупашкарта «Кӗр парнисем» ял хуҫалӑх ярмӑрккине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупӗҫ. Мероприяти «Северная» тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗсен лапамӗсенче пулӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланӑ.
Унта пыракансене чылай савӑнӑҫлӑ пулӑм кӗтет. Викторинӑсем ирттерӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Пахча ҫимӗҫӗ тата улма-ҫырлана эрешлесе касас енӗпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Аса илтерер: «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗпе туянма пултарнӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Вӑрмар, Вӑрнар районӗсенчи аграрисем хӑйсен продукцине сутнӑ.
Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр парасси пирӗн республикӑра малалла пырать. Ку енӗпе хӑш муниципалитетра епле лару-тӑру пулнине ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинчи канашлура тишкернӗ. Хальхинче унта Патӑрьел, Муркаш, Етӗрне районӗсенчи тӑрӑма пӑхса тухнӑ.
Нумай ачаллисенчен чылайӑшӗ у ҫӗр илесшӗн. Ун валли Патӑрьел районӗнче 76 участок кирлӗ, Муркаш районӗнче — 150, Етӗрне районӗнче — 62.
Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ тӗлне ҫӗр пама республикӑра нумай ачаллӑ 10066 ҫемьене шута илнинчен 6 пине яхӑнне ҫӗр лаптӑкӗ тивӗҫнӗ. Улатӑр, Шӑмӑршӑ районӗсенче черете пӗтернӗ, илес текеннисем унта пурте — ҫӗрлӗ. Канаш районӗнче черетре тӑракансенчен 99 процентне панӑ, Хӗрлӗ Чутайра — 96%, Куславккара — 95%, Пӑрачкавра — 92%.
Муркаш районӗнчи Тойкилтӗри культура ҫурчӗ ял хӗрринче вырнаҫнӑ май ҫырми ҫывӑхра пулсан та ҫӑл е колонка таврашӗ юнашар пулман. Ҫакӑ тахҫантанпах унтисемшӗн ҫивӗч ыйту пулнӑ. Кун пирки вӑл тӑрӑхри ял администрацийӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Унта пултарулӑх ертӳҫи пулса ӗҫлекен Владимир Железнов тӑрӑшнипе тата ялти халӑх пулӑшнипе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче культура ҫурчӗ патне шыв пӑрӑхӗ хума канав чавса хатӗрленӗ. Ку ӗҫ ҫӑмӑл мар пулсан та ялти ҫамрӑксем те айккинче юлман, аслисемпе пӗрле ҫӗр чавса пулӑшнӑ.
Колонка вырнаҫтарассине специалистсене явӑҫтарӗҫ, ку ӗҫе вӗҫлессине Владимир Железнов хӑй ҫине илнӗ.
Муркаш районӗнчи Тойкилтӗри культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем пӗрле кар тӑрса тимленӗшӗн ялти ҫынсене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.
Унта Чӑваш театрӗн тата «Чӑвашкино» йӗркелӳҫине Иоаким Максимов-Кошкинские тата унӑн мӑшӑрне, чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна манма юраманнине палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ пӗртӑван Алексеевсен ятне Шупашкарти пӗр-пӗр ҫарпа патриот объекчӗн ятне пама йышӑннӑ.
Унсӑр пуҫне тӗп хулари икӗ чарӑнӑвӑн ятне улӑштарма, пӗр микрорайона ят пама калаҫса татӑлнӑ. Малашне «Пир-авӑр комбиначӗ» «Кнутиха» ятлӑ пулӗ. «Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗ» чарӑнӑвӑн ятне те терӗсрех ҫырӗҫ: «Пукрав-Татиана соборӗ». Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫукчӗ, Гладков микрорайонӗ тетчӗҫ ӑна халӑхра. Анчах унта пӗр урам кӑна мар, ҫавӑнпа ят шыранӑ. Комисси членӗсем ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ: юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларать.
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче паян пӗр уйрӑм хуҫалӑхра чӑваш юписен комплексне уҫрӗҫ. Чаплӑ уява Евгений Ерагин-Ешентей мӑчавӑр ертсе пычӗ. Кил хуҫин йӑхне пиллерӗҫ, ытлӑ-ҫитлӗ, сывлӑхлӑ пулма сунчӗҫ.
Кил хуҫи, Туринке Юрий Данилович (хӑй каланӑ тӑрӑх Маргарита Туринке унӑн аппӑшӗ пулать) ҫак юпасен комплексне уҫма мӗн сӑлтавлани пирки каласа пачӗ. Пӗрремӗшӗ — мӑнукӗсемпе ачисене тӑван халӑх культурипе ҫыхӑнтарас тени. «Шел те, хӑй вӑхӑтӗнче ҫакӑн ҫинчен ытлашшиех пуҫ ватман ҫав. Ҫамрӑк чухне, ҫулланса ҫитсен те ытларах ҫемьене тӑрантарасси пирки шухӑшланӑ, ачасене чӑвашлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмалли пирки сахал шутланӑ тата вӑхӑт тупайман. Ачана та чӑвашла калаҫма вӗрентеймерӗм. Халь тин, 50 урлӑ каҫсан ҫеҫ, тӑван чӗлхе тата тӑван халӑх культурин пӗлтерӗшне туйса илтӗм. Ҫак юпасен комплексӗ вӗсен чунӗсенче чӑвашлӑха вӑратасса шанса тӑратӑп. Мӑнуксене те тӑван чӗлхене вӗрентесех тетӗп», — пӗлтерчӗ кил хуҫи. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Ҫӗрпӳри этнокомплексри юпана пупсем хистенипе кӑларса пӑрахтарни (хальхи вӑхӑтра Ҫӗрпӳри юпана тепӗр чӑваш укҫалла туянса хӑйӗн картишне лартнӑ).
Муркаш районӗнче пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑма суд сакки ҫине лартнӑ. Вӑл ачисене тивӗҫлипе пӑхман, вӗсемпе хӑйне лайӑх тытман-мӗн. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫамрӑк хӗрарӑм 2 ҫулти тата 9-ти ачисене воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫлемен. Вӑл амӑшӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫламан имӗш: гигиена, психика, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ӗҫлемен.
Кунсӑр пуҫне ҫак хӗрарӑм, ӳсӗрскер, ҫемьери ытти ҫынпа харкашнӑ, усал сӑмахсемпе перкелешнӗ. Ҫакна вара йӑлтах ачисем илтнӗ.
Суд икӗ ача амӑшне айӑплӑ тесе йышӑннӑ, 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫапла пӗлтернӗ: Ҫӗнӗ Шупашкар хулипе Муркаш районне «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» программӑран кӑларма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Ҫул-йӗре вӑхӑтра туса пӗтерейменшӗн.
Проектпа килӗшӳллӗн, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи 119 ҫул ҫинче юсав ӗҫӗсем пынӑ. Авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗ тӗлне 31 ҫул ҫинче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ. Уйӑрнӑ 1,2 миллиард тенкӗрен 517,2 миллион тенкине кӑна тӑкакланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Муркаш районӗнче ҫулсене вӑхӑтра туса пӗтермесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иван Моторин унти подрядчиксене васкатать, ҫулсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Асӑнна муниципалитетсем хушнине пурнӑҫламасан вӗсене программӑран кӑларӗҫ.
Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ.
Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем.
Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла.
Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ.
Паян Чӑваш Енре «Космос открытки» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Акцие Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ Андриян Николаев летчик-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине тата чӑваш ятне тӗнчене ҫӗкленӗ енешӗмӗрӗн Шуршӑлти комплексне уҫнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи тата Шупашкарти 3 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи 87 ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкарти 20-мӗш вӑтам шкулта вӗренекен 16 ҫулти Арина Кузьмина ӗҫне тӳресем уйрӑмах пысӑка хурса хакланӑ. Ӑна тӗпе хурса почта открытки хатӗрлӗҫ. Маттур ачана тата лайӑх ӗҫ тесе йышӑннисене паян Шуршӑлти СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗнче чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |